Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
3 Кӑрлач 2022, 14:24

Пушкӑртстанра январĕн 2-мӗшӗнче çул çинче 6 ҫын вилнӗ

Кун пирки Пушкӑртстанри ГИБДД пресс-центрĕнче пӗлтерчӗҫ.

Пушкӑртстанра январĕн 2-мӗшӗнче çул çинче 6 ҫын вилнӗ
Пушкӑртстанра январĕн 2-мӗшӗнче çул çинче 6 ҫын вилнӗ

Кун пирки Пушкӑртстанри ГИБДД пресс-центрĕнче пӗлтерчӗҫ.
Ӗнер, январӗн 2-мӗшӗнче, Пушкӑртстанра ҫанталӑк япӑхччĕ. Вӑйлӑ юр, çил-тăман алхасрĕ, республикӑри хӑш-пӗр районсенче вара пушшех те. Паллах ӗнтӗ, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ ҫине сахал юр та витӗм кӳме пултарать. Чи малтанах юр ҫусан транспорт хатӗрĕпе пынă чух çул начар курăнать.
Сӑмахран, 2022 ҫулхи январӗн 2-мӗшӗнче Пушкӑртстан ҫул-йӗрӗ çинче 16 автомобиль аварине регистрациленӗ, унта 6 ҫын вилнӗ тата 30 травма илнӗ.
Вилмеллех икӗ авари Уфа – Янаул трассинче пулса иртнӗ, вӑл виҫӗ ҫын пурнăçне, ҫав шутра ачанне те татнă. Ҫавӑн пекех Салават районӗнчи аваринче пӗр ҫын вилнӗ.
Ҫавӑн пекех хӑрушӑ авари Янаул - Нефтекамск трассинче те пулса иртнӗ, унта, малтан пӗлтернӗ тӑрӑх, "Hyundai Creta" тата хирӗҫле пыракан «Kia Rio» çапăннă, унтан вĕсем çине "Ford EcoSport" тата "Volvo" грузовик кĕрсе кайнă. Аварие пула «Kia Rio» водителĕ васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ киличчен вилсе кайнӑ. Тата икӗ ҫынна госпитализациленӗ.
Ҫак кун Пелепей районӗнче Приютово ялӗнче вилӗмлӗ тепӗр авари пулса иртрӗ. "Skoda Octavia" тата хирĕç килекен КамАЗпа çапăннă. Ҫавна пула "Skoda" водителĕ сурансене пула çавăнтах вилнӗ.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра январĕн 2-мӗшӗнче çул çинче 6 ҫын вилнӗ
Пушкӑртстанра январĕн 2-мӗшӗнче çул çинче 6 ҫын вилнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: