Çутă çул
+7 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
14 Кӑрлач 2022, 16:44

Циклон сиенне пӗтерме ҫар ҫыннисене явӑҫтараççĕ

Сахалин облаçенчи социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсен территорийӗсене тасатма çар çыннисем пулӑшасси паллӑ пулнă.  

- Çил-тăман виҫҫӗмӗш кун лӑпланмасть пулин те, транспорт ӗҫне май килнӗ таран хӑвӑртрах йӗркелес тесе ҫулсене тасатса юра турттармалла. Халӑх пурӑнакан вырӑнсем хӑнӑхнӑ пурнӑҫ патне таврӑнччăр тесе талӑкӗпех ӗҫлемелле. Ҫавна тӑвас тесе пӗтӗм ресурспа усӑ кураҫҫӗ. Строительство компанийӗнчен пулăшу ыйтнă, предпринимательсем те хӑйсен техникине панă. Паян Кӑнтӑр-Сахалинск хулинчи коммуналлă службисене çар чаçĕсем пулӑшма килеҫҫӗ. Ача сачӗсен, медицина учрежденийӗсен тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ытти объектсен территорийӗсене тасатас пулӑшу парӗç, — каласа панă Валерий Лимаренко.

Циклон кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Сахалин облаҫне витӗм кӳме пуҫланӑ. Çил-тăман кăтăрма пуҫланӑранпа уйӑх нормине яхӑн юр хÿсе тултарнă. Электричествăпа, ӑшӑпа, шывпа, газпа тивӗҫтермелли системӑсем штат режимӗнче ӗҫлеҫҫӗ.

МИХ информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.

Циклон сиенне пӗтерме ҫар ҫыннисене явӑҫтараççĕ
Циклон сиенне пӗтерме ҫар ҫыннисене явӑҫтараççĕ
Циклон сиенне пӗтерме ҫар ҫыннисене явӑҫтараççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: