+1 °С
Юр
Трагеди февралӗн 8-мӗшӗнче Благовещенск районĕнче каҫхи 18 сехет тӗлнелле пулнă, пӗлтерет Пушкӑртстанри патшалӑх автоинспекцийĕн пресс-служби.
"Лада Приорӑн" водителӗ Благовещенскран Уфа еннелле кайнӑ тата ҫул картлашкине лекнӗ, унтан машинана çулăн хирӗҫ килекен транспорт йăрăмне илсе тухнӑ, унта вӑл "НефАЗ" вахта автобусӗпе тӗл пулнӑ. "Приора" водителӗ вилнӗ, унӑн пассажирне, арҫынна больницӑна илсе ҫитернӗ. Автобус салонӗнче 8 пассажир пулнӑ, вӗсем суранланман.
Пушкăрт ГИБДД пресс-службин информацийĕпе.