Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
14 Нарӑсӑн 2022, 12:46

Белорецк районĕнче çĕрчĕтревĕ пулнă тени тĕрĕс-и?

3 балл чухне ҫакӑнса тӑракан лампӑсем, каркӑҫсем, пӳлӗмри чечексем кӑшт силленеҫҫӗ.  

Белорецк районĕнче çĕрчĕтревĕ пулнă тени тĕрĕс-и?
Белорецк районĕнче çĕрчĕтревĕ пулнă тени тĕрĕс-и?

Сейсмологсем февралӗн 9-мӗшӗнче Белорецк районĕнчи Зигаза ялĕ таврашĕнче тӑпрана силленин хӑватне 2,5 балл ҫырса илни, ҫӗр чӗтренни ҫинчен калакан информаци хатĕрĕсенче йӗркеленнӗ.

"Башинформ" ИА Белорецк районӗнчи ЕДДС ертӳҫине Николай Локоцкова комментари пама ыйтнӑ. Унӑн информацийӗпе, вырӑнти ҫынсенчен нимĕнле информаци те килмен тата ҫӗр чӗтренни ҫинчен калакан информаци пулман.

ПР пресс-службинче ҫавӑн пекех Белорецк районӗнчи ҫӗр чӗтренӗвӗ регистрациленмен тесе пӗлтерчӗҫ. 2 балл ҫӗр чӗтреннине питӗ сисӗмлӗ ҫынсем туяççĕ, вӗсем ҫав вӑхӑтра канлӗ шайра пурӑнаҫҫӗ пулсан, 3 балл чухне ҫакӑнса тӑракан лампӑсем, каркӑҫсем, пӳлӗмри чечексем кӑшт силленеҫҫӗ.  

МИХ информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.  

Белорецк районĕнче çĕрчĕтревĕ пулнă тени тĕрĕс-и?
Белорецк районĕнче çĕрчĕтревĕ пулнă тени тĕрĕс-и?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: