0 °С
Пӗлӗтлӗ
Паян ҫӗрле Туймазă районӗнчи Сайраново ялĕ çывăхĕнче ҫынсене пулӑшу кирлӗ пулнă. Юр хÿсе тултарнине пула 4 ҫын, ҫав шутра ача та, автомобильте путса ларнӑ, пӗлтерет ПР ЧС патшалӑх Комитечӗн пресс-служби.
Туймазăран килнӗ ҫӑлавҫӑсем граждансене пулӑшнă, вĕсем хӑйсен ҫул-йӗрне йӗркеллӗн малалла тӑсма пултарнӑ.
Черетлĕ хут аса илтерес килет: çил-тăманлă çанталăкра çул çине ан тухăр, çитменнине ачасемпе.
Иртнĕ тăмансем хыççан районти çулсене те пурне те тасатса çитереймен. Пелепее, Приютовăна каякан çулсем çинче уйрăмах юр нумай хÿсе тултарнă. «Башинформ» информацийĕпе.