Çутă çул
+24 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
21 Мартӑн 2022, 13:42

Пушкӑртстанра "Тимлӗр — ачасем!» акци пуçланать

"Тимлӗр — ачасем!" апрелӗн 8-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.

Пушкӑртстанра "Тимлӗр — ачасем!» акци пуçланать
Пушкӑртстанра "Тимлӗр — ачасем!» акци пуçланать

Шкул каникулӗсем пуçланас умĕн тата вĕсен вăхăтĕнче патшалӑх Çул-йĕр инспекцийӗн ӗҫченӗсем водительсемпе тата ҫуран ҫӳрекенсемпе профилактика ӗҫӗнче уйрӑм тимлеççĕ.

"Тимлӗр — ачасем!" апрелӗн 8-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Юлашки икӗ уйӑх хушшинче кӑна республикӑра ҫул ҫитмен ачасем хутшӑннă 43 транспорт инкекне регистрациленĕ, вӗсенче икӗ ача вилнӗ тата 50 ача тӗрлӗ йывӑрăшпа суранланнă.

Акцин тӗп тӗллевӗ — ачасем хутшӑнакан ҫул ҫинчи инкексен шутне чакарасси. Ҫавна тӑвас тесе ГИБДД ӗҫченӗсем учительсемпе пӗрле шкулсенче тӗрлӗ классенче вӗренекенсемпе калаҫусем, занятисем ирттерӗҫ, вӗсенче иртен-ҫӳренсен тӗп правилисене тепӗр хут калĕç, час-часах пулса иртекен лару-тӑрӑва пӑхса тухӗҫ тата тӗрӗслесе тӑрӗҫ.

Ҫак кунсенче ДПС ӗҫченӗсем массӑллӑ мероприятисен вырӑнӗсене май килнӗ таран ҫывӑхрах пулĕç. Ачасене автобуссемпе те, автомобильсемпе те турттарасси ҫине ытларах тимлӗх уйӑрӗҫ.

 «МГ» информацийĕпе.

Пушкӑртстанра "Тимлӗр — ачасем!» акци пуçланать
Пушкӑртстанра "Тимлӗр — ачасем!» акци пуçланать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: