Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
28 Мартӑн 2022, 09:35

Миякинче ачасем наркăмăшланнин сăлтавне тупса палăртнă

Мияки ялӗнче ачасемпе аслисем хушшинче пыршӑлӑх ерекен инфекцин ҫӗнӗ тӗслӗхĕсем ҫук — Роспотребнадзор.  

Даннӑйсене мартӑн 27-мӗшӗнче панӑ.

Аса илтеретпӗр, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен Миякинчи шкул ӗҫ-хӗлне вӗренекенсен вар-хырăм инфекципе чирленӗ хыҫҫӑн чарса лартнă. Медицина пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ ачасем чирĕн вӑтам йывӑрлӑхӗ ҫинчен пӗлтернӗ. Вӗсене врачсем сӑнаҫҫӗ. Малтанлӑха чирленин сӑлтавӗ ерекен инфекци (норовирусная инфекция) пулса тӑнӑ.

Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа шкул тата шкула апатпа тивĕçтерекен аутсортинг та ӗҫлемеҫҫӗ. Стерлибаш миравай суд ӗҫ-хӗле чарса лартас ыйтӑва пӑхса тухать. Ҫак шкула ҫурма фабрикатсем тăратакан производствин ӗҫӗ-хӗлне чарса лартнӑ, пӗтӗм продукцие туртса илнӗ.

Эпидемиологи тӗпчевӗ малалла пырать, ҫавӑн пекех хальлĕхе инфекци çăлкуçĕ апат-ҫимӗҫ пĕçерекен персонал тесе шутлаççĕ.

 «МГ» информацийĕпе.

Миякинче ачасем наркăмăшланнин сăлтавне тупса палăртнă
Миякинче ачасем наркăмăшланнин сăлтавне тупса палăртнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: