Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
30 Майӑн 2022, 13:38

Çулталăкри ача аваринче инкек курнă

Пӑтӑрмах майӑн 29-мӗшӗнче каҫхине пулса иртнӗ, — пӗлтерет ПР УГИБДД начальникӗ Владимир Севастьянов.  

Çулталăкри ача аваринче инкек курнă
Çулталăкри ача аваринче инкек курнă

Пӑтӑрмах майӑн 29-мӗшӗнче каҫхине пулса иртнӗ, — пӗлтерет ПР УГИБДД начальникӗ Владимир Севастьянов.

Белебейри Войковпа Пионерская урамӗсем урлӑ каҫнӑ ҫӗрте "Лада Калина" тата "Тойота Спринтер" тӗл пулнă.

Хамăр çĕршыв ҫӑмӑл автомобилĕнчи ҫулталӑкри ачана йывӑр травмӑсемпе сиплев учрежденине леçнĕ – ӑна вырӑнти больницӑн реанимаци уйрӑмне вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех унӑн 46 ҫулхи ашшӗне, машинӑна тытса пыраканскере, госпитализациленӗ. Иномарка рулĕ умĕнчи 24 ҫулхи йӗкӗтпе унӑн 29 ҫулхи пассажирне вырӑнта медицина пулӑшăвĕ панă.

Иртнӗ талӑк хушшинче регионта ҫичӗ автоаварие регистрациленӗ, унта вунӑ ҫын шар курнӑ. https://resbash.ru/news/proishestviya

Çулталăкри ача аваринче инкек курнă
Çулталăкри ача аваринче инкек курнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: