Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
15 Июнӗн 2022, 09:04

Пушкӑртстан ҫулӗсем ҫинче талӑк хушшинче урӑ мар 36 водителе тытса чарнӑ

Çакăн пирки Пушкӑрт МВД ГИБДД управленийӗнче пĕлтернĕ.

Пушкӑртстан ҫулӗсем ҫинче талӑк хушшинче урӑ мар 36 водителе тытса чарнӑ
Пушкӑртстан ҫулӗсем ҫинче талӑк хушшинче урӑ мар 36 водителе тытса чарнӑ

Иртнӗ талӑк хушшинче республикӑн ҫулӗсем ҫинче урӑ мар 36 водителе тытса чарнӑ, пӗлтернӗ Пушкӑрт МВД ГИБДД управленийӗнче.

Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр талӑк хушшинче регионта ултӑ автомобиль аварине регистрациленӗ, вӗсенчен пӗринче çын вилнӗ, тата улттӑшӗ суранланнă.

"Патшалӑх инспекцийӗн сотрудникӗсем ҫул-йӗр Правилисене пӑсакан 1,7 пин ытла ҫынна палӑртнӑ. Малтан хӑваласа кайнӑ пӗр автомобиле шыраса тупнă", — хушса хунă Пушкӑртри МВД ГИБДД управленийӗнче.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.

Пушкӑртстан ҫулӗсем ҫинче талӑк хушшинче урӑ мар 36 водителе тытса чарнӑ
Пушкӑртстан ҫулӗсем ҫинче талӑк хушшинче урӑ мар 36 водителе тытса чарнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: