Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
14 Июлӗн 2022, 12:52

Ишме пӗлекенсем те хӑш чухне мӗншӗн путни ҫинчен опытлă çăлавçă каласа парать

Пирĕн районта шыв кĕмелли оборудованиленĕ вырăн Ситекпуçĕнче кăна пулнине ан манăр.  

Ишме пӗлекенсем те хӑш чухне мӗншӗн путни ҫинчен опытлă çăлавçă каласа парать
Ишме пӗлекенсем те хӑш чухне мӗншӗн путни ҫинчен опытлă çăлавçă каласа парать

Пирĕн районта шыв кĕмелли оборудованиленĕ вырăн Ситекпуçĕнче кăна пулнине ан манăр.

Владимир Темашев, РФ тава тивӗҫлӗ ҫӑлавҫи, ПР Патшалӑх комитечӗн аварипе-ҫӑлав службин начальникӗ инкеклӗ лару-тӑру пирки журналистсене хӑйӗн практикинче пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен каласа панӑ. Темашев хӑйне те, ачасене те шыв ҫинче ҫӑлас тесен, чӑнах та мӗн пӗлмеллине каласа пачӗ.

Путакан ҫынсенчен нумайӑшӗ вӗсем шыва путни ҫинчен пӗлтерме пултараймаҫҫӗ. Пурнӑҫ вӑл — кино мар, чăн пурнăçра пурте ҫынсем аллисемпе хӑлаҫланакан, хыттӑн кӑшкӑракан картинӑсем ҫинчи пек мар. Темашев каланӑ тӑрӑх, ҫынсем путакан ҫынран час-часах икӗ метрта ишсе ҫӳреҫҫӗ, мӗн пулса иртнине те ӑнланмаҫҫӗ, тесе ҫырать «Башинформ». Ҫын путсан, вӑл чи малтан, шывран тӗртӗнес тесе, сывлать. Пӗтӗм вӑй-хал ҫак ӗҫе тума каять. Час-часах ашшӗ-амӑшӗсем те хӑйсен ачи путнине ӑнланмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл, тапаланса тухма тӑрӑшса, нимӗн те йӗркеллӗ калаймасть.

Темашев асӑрхаттарать: ҫыннӑн куҫӗсем чарӑлса кайнӑ пулсан, ҫӑварӗ ҫурри уҫӑ пулсан, вӑл ним шарламасӑр ҫыран хӗрринелле тухма тӑрӑшать, анчах ӗҫ начар тухать е вӑл вертикаллӗ вырӑнта тапаҫланать —васкасах пулӑшма чӗнӗр, — пӗлтерет «Башинформ».

Хӑш-пӗр ҫынсем, шывра хӑрушлӑх пуррине сиссе, хытӑ сехӗрленме пуҫлаҫҫӗ. Вӗсене ҫӑлма питӗ йывӑр, мӗншӗн тесен вӗсем пулӑшма килнӗ ҫынна ҫатӑрласа тытаҫҫӗ те, ҫакна ӑнланмасӑрах, ӑна аялалла сӗтӗрме тытӑнаҫҫӗ. Астӑвӑр, ҫӑлма та пӗлмелле. Ҫакна ӑнланни питӗ кирлӗ: сирӗн çак ӗҫе тума уйрăм хӑнӑхусем ҫук пулсан — тӗрӗс ишме, тытса илме, путакан çын тытса илнинчен хӑтӑлма пӗлни — эсир паникера ҫӑлма пултараймастӑр. Владимир Темашев ҫапла шутлать: ҫынна ҫӑлмалли ҫаврашка, хăма е, сӑмахран, пушӑ пластик бутылка ывӑтни вырӑнлӑ. Тĕрĕс çалма пĕлместĕр пулсан, эсир ҫав ҫынпа пӗрле шыв тĕпнелле каятӑр.

Ишме лайӑх пӗлекен ҫынпа та мӗн те пулин пулма пултарать. Чӗре тапӑнни, инсульт, ӑшӑ ҫапни, тӑна хытӑ ҫухатни — лару-тӑру питӗ нумай. Эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн, кӑшт ҫеҫ пулсан та, ҫынсем шывра час-часах путса вилеҫҫӗ. Алкоголь хыҫҫӑн юн тымарĕсем сарӑлаҫҫӗ, шывра хыттӑн хӗсӗнеҫҫӗ те ҫурӑлма пултараҫҫӗ.

Ҫын кӑшт ҫеҫ шыва путмарӗ, шыв сыпрӗ пулсан, унӑн ҫыран хӗрринче выртмалла. Врачсем киличчен утса ҫӳреме юрамасть, — асӑрхаттарать Владимир Темашев.

Темашев вӗрсе хӑпартнӑ матрас хӑрушсӑрлӑхӑн суя туйӑмӗ пулнине палӑртать. Ҫил вӑйлӑ вӗрнӗ чухне матрас парус пулса тӑрать те ҫынна хӑвӑрт шыв варринелле илсе каять. Унсӑр пуҫне матрассем ҫаврӑнса ÿкме пултараҫҫӗ, ҫурӑлаҫҫӗ. Йӗри-тавра вӗҫӗ-хӗррисӗр тинӗс кӑна, ҫӑлӑнас шанчӑк та ҫук.

Шыва кӗме хатӗрленнӗ тата ҫӑлавҫӑсем дежурствӑра тӑракан оборудованиллӗ пляжсене ҫеҫ ҫӳрӗр. Астӑватӑр, ытларах чухне ҫынсем "халӑх сахалтарах" лӑпкӑ ҫӗрте путаҫҫӗ.

 «МГ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

Ишме пӗлекенсем те хӑш чухне мӗншӗн путни ҫинчен опытлă çăлавçă каласа парать
Ишме пӗлекенсем те хӑш чухне мӗншӗн путни ҫинчен опытлă çăлавçă каласа парать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: