Юлашки кунсенче ГИБДД заслонӗсем вӑйланнӑ пулин те, республика ҫулӗсем ҫинче машинӑсем массӑллӑ тата йывӑр аварисене лекеҫҫӗ. Июлӗн виҫҫӗмӗш вунӑ кунӗнче водительсем темӗншӗн асӑрхануллӑ пулма пӑрахрӗҫ — пур ҫӗрте те ӑссӑр ҫын пек ҫӳреме пуҫларӗҫ. Экспертсем ҫул ҫинче пӗр шухӑшламасӑр палăртнă хӑвӑртлӑхран ытларах çÿреме массӑллӑ пуҫланнине палӑртаҫҫӗ. Хӑш-пӗр аварисем ӳсӗр водительсен айӑпӗпе пулса иртнӗ.
Паян Дюртюли районӗнче черетлӗ ДТП регистрациленӗ, унта икӗ ҫын вилнӗ. Уяр ҫанталӑк тата çул лайӑх курӑннă пулсан та, ӑнланмалла мар ĕç пулса тухнă. Дюртюли—Нефтекамск ҫулӗ ҫинче ҫула май "Лада Гранта" тата УАЗ фургонӗ тӗл пулнă. "Грантӑн" 17 ҫулти пассажирки тӳрех вилнӗ. 47 ҫулхи пассажир больницӑра вилнӗ.
«МГ» информацийĕпе.