Республикӑн хисеплӗ ҫыннисем тата хӑнисем! Ҫанталӑк шӑрӑхлансан республикӑри шыв объекчӗсенче инкек-синкек нумайланчӗ.
Шыва кӗмелли сезон пуҫланнӑранпа, оперативлӑ даннӑйсем тӑрӑх, юханшывсемпе бассейнсенче 45 ҫын путса вилнӗ. Трагеди тата тăватă ача путнинче те: Мелеуз тата Стерлитамак районӗсенче, çавӑн пекех Уфара. Вӗсем хушшинче - ултӑ ҫулхи хӗрача.
Хисеплӗ ҫитӗннисем!
Шыв ҫинче ача-пӑча трагедийӗсен 30 проценчӗ – вӗсем шыва кӗнӗ чухне ачасемпе юнашар ларакан ашшӗ-амӑшӗ асӑрхаманни. 70 процент – ача-пӑча пысӑккисемсӗр шыв-шур патне кайни. Ачасене шыв объекчӗсем патне пӗччен ан ярӑр, шыв хӗрринче каннӑ чухне ачасене асӑрхамасӑр ан хӑварӑр. Чи кирли – ачасене ишме вӗрентӗр!
Астӑвӑр!
Шыв ҫинче хӑрушлӑхсӑр тытмалли правилӑсене амӑшӗсемпе тӑванӗсен йӳҫӗ куҫҫулӗпе йӗпетнӗ. Ҫавӑнпа хӑвӑра та, ҫывӑх ҫыннӑрсене те сыхлӑр!
Шыв объекчӗсенче хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене яланах пăхăнса тӑрӑр! Вӗсене ҫывӑх ҫынсене те, таврари ҫынсене те пӑсма ан парӑр! Хамӑрпа ачасене шыв ҫинчи трагедисенчен пӗрле ҫеҫ упрама пултаратпӑр!
МИХ социаллă сетьри страницинчен.