-28 °С
Юр
Пушкӑртри Чебаркуль кӳллинче пулӑҫӑсем арҫын виллине тупнӑ.
Пушкӑрт МЧС пӗлтернӗ тӑрӑх, Давлетово ялӗ патӗнче Чебаркуль кӳлли ҫинчи пулӑҫӑсем шывран арҫын кӗлеткине туртса кӑларнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем калашле, арҫын оборудованилемен вырӑнта шыва кӗнӗ — вилнӗ ҫын кам пулнине тата мӗн сӑлтавпа вилнине халӗ палӑртаççĕ.
ПР МЧС пӗлтернӗ тӑрӑх, сезон пуҫланнӑранпа республикӑра пурӑнакан 87 ҫынна шывра тупнӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ, 46 çитĕннĕ çын тата 7 ача шывра путнӑ.
«Башинформ» информацийĕпе.