Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
9 Августӑн 2022, 09:25

Радий Хабиров: Çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне ӳстерессине комплекслӑ татса памалла

Пушкӑртстанра ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне ӳстермелли программа туса хатӗрлеҫҫӗ.  

Августӑн 8-мӗшӗнче регион Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Ведомствӑсен профиль комиссийӗн ларӑвӗнче тивӗҫлӗ хушу панӑ. Ҫӗнӗ документ 2023 ҫулта вӑя кӗмелле. Вăл ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑха ӳстермелли мерӑсене системӑлама тивӗҫ.

Пушкӑрт патшалӑх автоинспекторӗ Владимир Севастьянов каланӑ тӑрӑх, аварисен шучӗ 2021 ҫулхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 13,4 процент чакнă, шар курнисен — 10,8 процента (суранланнисем 2 251 ҫын), вилнисен — 17,3 процента (201 ҫын вилнӗ).

Севастьянов ҫул çÿремелли культурăна ӳстерме тата аварисене асӑрхаттарма хушма мерӑсем йышӑннине палӑртнă. Сӑмах ПДД пӑснисене фотовидеофиксацилемелли комплекссен сетьне малалла аталантарасси ҫинчен пырать, ҫав шутра урам тӑваткалӗсене тухмалли тата хирӗҫ пулакан çул йăрăмĕ çине тухмалли правилӑсене пӑхӑннине тӗрӗслесе тӑрать. Трассӑн авариллӗ участокӗсенче ҫул паллисем лартмалла, ачасемпе ҫамрӑксене ҫутта кӑларас ӗҫ, автошкулсене методика тӗлӗшӗнчен пулӑшасси, ҫул ҫинчи лару-тӑру япӑхланни ҫинчен водительсене пӗлтерӳсем ярасси кирлӗ.

— Тӗп тӗллевсенчен пӗри вӑл — ҫул-йӗр çинче май килнӗ таран ытларах ҫул ҫинче хӑрушсӑрлӑха хӑнӑхтарасси, — тенĕ Владимир Севастьянов.

Радий Хабиров ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне ӳстерессине комплекслӑ татса памаллине палӑртнă.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Радий Хабиров: Çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне ӳстерессине комплекслӑ татса памалла
Радий Хабиров: Çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне ӳстерессине комплекслӑ татса памалла
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: