— Пишпÿлек ял совечӗн территорийӗнче ҫапкаланса ҫӳрекен йытӑсем ҫук, — ăнлантарчĕ ял совет пуçлăхĕ Александр СЕМЕНОВ.
Юлашки хут Пишпÿлекри ҫурҫӗр микрорайонĕнче, ачана йытӑ ҫыртса илнӗ чухне пулнӑ, анчах йытти ҫапкаланчӑк мар, унăн хуҫи пур. Пирӗн урамра ҫапкаланса ҫӳрекен йытӑсен ыйтӑвӗ мар, явапсӑр хуҫасен ыйтӑвӗ тӑрать. Пирӗн районта Буздякран çапкаланчăк йытăсене тытас тӗлӗшпе подряд организацийĕ ӗҫлет. Ку ӗҫ чылай вӑхӑт пырать, вӗсене пула ҫапкаланса ҫӳрекен йытӑсем ҫукпа пӗрех. Пирӗн пата ҫынсенчен, йытӑсене ирӗке кӑларни, кӑкарманни, сӑмсахсӑр пулнăран иртен-ҫӳренсем ҫине сиксе ӳкни ҫинчен жалобӑсем килеҫҫӗ. Явапсӑр хуҫасем, ҫын сывлӑхне сиен кӳме тата кайран уголовлă наказани илме пултарасси ҫинчен шухӑшламасӑр, йытӑсене ирӗке яраҫҫӗ. Усрамалли правилисене пӑсаҫҫӗ пулсан, хуҫисене килти выльӑх-чӗрлӗхсене тытса усрамалли йӗркене пӑснӑшӑн административлӑ явап тыттарма ҫеҫ мар, уголовнӑй ӗҫе те явӑҫтарма пултараҫҫӗ.
Йытӑсене ирӗклӗ вырӑна кӑларса ан ярӑр, тесе ыйтатпăр. Йытӑсене ҫӑварлӑхпа, чӗлпӗрпе урама кӑлармалла.
Пирӗнтен кашниех лайӑх ӑнланать: йытӑсем ҫыртнипе асапланнӑ ҫынсен сывлӑхне административлӑ штрафсемпе, нимӗнле тӳлевпе те саплаштарма май ҫук. Ҫавӑнпа та килте выльӑх-чӗрлӗх усракан мӗнпур граждансене аса илтерес килет: эсир вӗсемшӗн явап тытатӑр, ҫавӑнпа та хӑвӑр пӑхса ӳстерекенскерсем таврари ҫынсемшӗн кирек хӑш вӑхӑтра та хӑрушӑ ан пулччӑр тесе, мӗнпур кирлӗ мерӑсем йышӑнмалла.
Карина ИВАНОВА çырса илнĕ.