Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
15 Августӑн 2022, 21:48

Пушкӑртстан Республикинчи вӑрмансенче пушар хӑрушлӑхӗн ҫӳллӗ те чрезвычайлӑ класӗсем йӗркеленнӗ

Ку шӑрӑх ҫанталӑкпа тата ҫумӑр ҫуманнипе ҫыхӑннӑ.

Пушкӑртстан Республикинчи вӑрмансенче пушар хӑрушлӑхӗн ҫӳллӗ те чрезвычайлӑ класӗсем йӗркеленнӗ
Пушкӑртстан Республикинчи вӑрмансенче пушар хӑрушлӑхӗн ҫӳллӗ те чрезвычайлӑ класӗсем йӗркеленнӗ

Пушкӑртстан Республикинчи вӑрмансенче пушар хӑрушлӑхӗн ҫӳллӗ те чрезвычайлӑ класӗсем йӗркеленнӗ. "Авиалесоохрана" ФБУ прогнозӗпе килӗшӳллӗн республикӑра ҫакнашкал лару-тӑру ҫывӑх кунсенче те сыхланса юлӗ.
Ку шӑрӑх ҫанталӑкпа тата ҫумӑр ҫуманнипе ҫыхӑннӑ. Ҫавна май Пушкӑртстанри Вӑрман хуҫалӑхӗн министерстви вӑрман фончĕн ҫӗр ҫинчи тата авиаци патрулӗсене вӑйлатнӑ. Халӗ республика территорийӗнче пушара хирӗҫле уйрӑм режим вăйра тăрать. Вӑрманта вут чӗртме юрамасть. Вӑрманти пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑсакансене административлӑ, хӑш-пӗр чухне уголовлӑ яваплӑх тыттарма пултараççĕ. Лару-тӑру япӑхлансан, граждансем вӑрмансенче пулни тата вӗсен ӑшне транспорт хатӗрӗсем кӗресси чакма пултарать. Вӑрман пушарне е вӑрман массисем ҫывӑхӗнчи ҫуннине тупас пулсан, республикӑри Ял хуҫалӑх министерствин регионти диспетчер службине 8 (347) 218-14-14 е вӑрман хуралӗн 8 (800) 100-94-00 тӳлевсӗр номерӗпе шӑнкӑравлӑр.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.

Пушкӑртстан Республикинчи вӑрмансенче пушар хӑрушлӑхӗн ҫӳллӗ те чрезвычайлӑ класӗсем йӗркеленнӗ
Пушкӑртстан Республикинчи вӑрмансенче пушар хӑрушлӑхӗн ҫӳллӗ те чрезвычайлӑ класӗсем йӗркеленнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: