Республикӑн ҫулӗсем ҫинче халӗ тӗрлӗ функциллӗ 1800 камера шутланать, ҫав шутра вӗсем хӑвӑртлăх режимне пӑснине фиксацилеҫҫӗ, хирӗҫ пыракан юхӑмӑн йӑрӑмӗ ҫине тухнине, пиҫиххине ҫыхманнине, телефонпа руль умӗнче калаҫнине.
ПР Транспорт министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, темиҫе эрне хушшинче фотовидеофиксаци камерисене специалистсем юсанӑ тата тестланă, 2022 ҫулхи августӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа вара РФ КоАП 12.6 тата 12.36,1 статйисем пӑхса хӑварнӑ йĕркене пӑсӑкансене тепӗр хут тупса палӑртма пуҫланӑ.
"Аса илтеретпӗр, Раҫҫей Федерацийӗнче, ПДДпа килӗшӳллӗн, машинӑн водителӗпе пассажирӗсем хăрушсаолăх пиçиххисемпе çыхăннă пулмалла. Кунсӑр пуҫне водителе машинăпа пынă вӑхӑтра телефонпа калаҫма чараҫҫӗ. Пиҫиххисене лектерменнине фиксациленӗ чухне е телефонпа автомобильпе пынă вӑхӑтра транспорт хатӗрӗсен харпӑрлӑхҫисем: уйрăм çынсем те, юридика сӑпачĕсем те — штрафсем илеҫҫӗ. Пӑснӑ даннӑйсемшӗн яваплӑха штраф палӑртать: пиҫиххине çыхманшӑн 1 пин тенкӗ тата телефонпа калаçнăшӑн 1,5 пин тенкӗ, — пӗлтерчӗҫ ведомствӑра. — Хисеплӗ авто юратакансем, ҫакна асра тытӑр: хӑрушсӑрлӑх пиçиххийĕ çул-йӗр инкекĕсенче пассажирсем илекен травмӑсен йывӑрлӑхне, уйрӑмах ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗн сиенне, ҫемҫетме пулӑшать".
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчекĕ: Ксения Калинина.