+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Августӑн 23-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 5-мӗшӗччен вӑрмана автомобильсемпе кӗрес тӗлӗшпе чарусем кӗртеҫҫӗ. Иртнӗ эрнере Пушкӑртра тӑватӑ вӑрман пушарне регистрациленӗ. Вӗсене пурне те сӳнтернӗ. Кун ҫинчен РБ ЦУР оперативлӑ канашлӑвӗнче ЧС патшалӑх комитечӗн председателӗ Фарит Гумеров пӗлтернӗ.
Ведомство пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, аномаллĕ шӑрӑха пула пусӑрӑннӑ пушар хӑрушсӑрлӑхне пула республика территорийӗнче ПР Вăрман хуҫалӑхĕн министерствин приказӗпе граждансене вӑрмансенче пулма тата унта транспорт хатӗрӗсемпе кӗме чарусем кĕртеççĕ.
Хальхи вӑхӑтра вӑрманти пушарсем ҫук.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР МЧС.