Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
6 Сентябрӗн 2022, 18:51

Иртнӗ шыва кӗмелли сезонра Пушкӑртстанра миҫе ҫын путни паллӑ

Тĕплĕнрех - сайтра.

Иртнӗ шыва кӗмелли сезонра Пушкӑртстанра миҫе ҫын путни паллӑ
Иртнӗ шыва кӗмелли сезонра Пушкӑртстанра миҫе ҫын путни паллӑ


Пушкӑрт ЧС патшалӑх комитечӗн председателӗ Фарит Гумеров республикӑри районсен оперативлӑ штабӗсен ертӳҫисемпе канашлура 2022 ҫулхи шыва кӗмелли сезона пӗтӗмлетнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫак тапхӑрта 84 ҫын, ҫав шутра 10 ача, путнӑ. Шыв ҫинчи трагедисен тӗп сӑлтавӗсем — шыва кĕмелле мар вырӑнсенче ӳсӗрле шыва кӗни тата ачасене асӑрхамасӑр хӑварни.
Фарит Гумеров кӑҫал, профилактика ӗҫне тата пӗрле ӗҫленине пула, Пушкӑртри шыв объекчӗсенче шыва путнӑ ҫынсен шутне чакарма тата 247 канаканăн, ҫав шутра 67 ачан пурнӑҫне ҫӑлма май килнине палӑртнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина.

Иртнӗ шыва кӗмелли сезонра Пушкӑртстанра миҫе ҫын путни паллӑ
Иртнӗ шыва кӗмелли сезонра Пушкӑртстанра миҫе ҫын путни паллӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: