— 2022 ҫулхи март уйӑхӗнче хӗллехи ача-пӑча тăвайккине эксплуатацилемелли ҫӗнӗ правилӑсене хутшӑннӑ, - каласа парать Пишпÿлек ял совечӗн пуҫлӑхӗ Александр Семенов. — Ачасем ярӑннӑ чухне вӗсен ҫирӗплӗхӗпе шанчӑклӑхне тӗрӗслемелле. Ҫавӑнпа эпир Краснодар крайӗнчи "Аттракционсен хӑрушсӑрлӑх центрӗ " ООО ерÿçисемпе ҫыхӑнтӑмӑр. Лилиана Евгеньевна Сидоренко директор пулӑшма пулчӗ. Иртнӗ юнкун райцентра хӗллехи тăвайккине сертификат паракан специалист килчӗ. Вӑл хӗллехи тӑвайккин пур картлашкисене те, карлӑкӗсене те, тайлӑк сийне те тӗплӗн тӗрӗслерӗ. Тăвайкки ҫинчен пӗр-икӗ хут та ярӑнса анчӗ. Пӗчӗк асӑрхаттарусем пур, вӗсене эпир ҫывӑх вӑхӑтра пӗтерӗпӗр. Райцентрти хӗллехи тăвайккин хальлӗхе районта пӗртен-пӗр сертификат пур.
Владимир СМОЛОВ ҫырса илнĕ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир СМОЛОВ.