Çутă çул
-2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
9 Кӑрлач 2023, 20:24

Владимир Севастьянов сивӗре мӗнле хӑрушсӑр ҫӳремелли пирки канаш панӑ

Ҫула тухас умӗн автомобиле лайăх ăшăнма памалла.

Владимир Севастьянов сивӗре мӗнле хӑрушсӑр ҫӳремелли пирки канаш панӑ
Владимир Севастьянов сивӗре мӗнле хӑрушсӑр ҫӳремелли пирки канаш панӑ

Пушкӑртстанри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн тӗп инспекторӗ Владимир Севастьянов социаллӑ сетьсенче регион территорийӗнче сивӗсем вӑхӑтӗнче хӑрушсӑрлӑх ыйтăвне халалланӑ пост пичетлесе кӑларнӑ.
Аса илтеретпӗр, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстана аномаллӑ сивӗсем ҫитрĕç. Владимир Севастьянов каланӑ тӑрӑх, ҫакӑн пек ҫанталӑкри автомобильсемпе техника проблемисем ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсем патне илсе ҫитерет.
- Детальсем сивӗре ӑшӑ тапхӑрти ҫакӑн пек кӑтартуран вунă хут нăкăрах çийĕнаççĕ, - каласа парать республикӑри ҫул-йӗр инспекторӗ. - Ҫула тухас умӗн автомобиле епле пулсан та ӑшӑтӑр, кӑтарту йӗркеленсен хусканма юрать.
Кун пек чухне хӑвӑртлӑха майӗпен ӳстермелле, ку сивӗннӗ двигателе узелсемпе детальсем вӑхӑтсӑр пӗтсе ларасран хӑтарма май парать.
"МГ" информацийĕпе.

Владимир Севастьянов сивӗре мӗнле хӑрушсӑр ҫӳремелли пирки канаш панӑ
Владимир Севастьянов сивӗре мӗнле хӑрушсӑр ҫӳремелли пирки канаш панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: