Пушкӑртра пӗтӗм республика территорийӗнче апрелӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 15-мӗшӗччен пушара хирӗҫ уйрӑм режим йӗркеленет. Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫлӗ распоряженине апрелӗн 11-мӗшӗнче право информацийӗн порталӗнче пичетлесе кӑларнӑ, пӗлтерет "Башинформ".
Республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсене, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли мероприятисен комплексне пурнӑҫлама хушнӑ.
Ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫутҫанталӑк территорийӗсене, запас ҫӗрӗсене, юханшывсемпе кӳлӗсен тӑрӑхӗсене, хула тата ял поселенийӗсен, пахча ҫимӗҫ тата коммерциллӗ мар юлташлӑхсен, предприятисемпе организацисен, ҫӳп-ҫап тата полигонсен территорийӗсенче кӑвайт чӗртме чарнӑ., пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе мероприятисем ирттермелле.
Халӑх пурӑнакан вырӑнсен территорийӗсенче, садсемпе пахчасенче коммерциллӗ мар юлташлӑхсен, ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсен пушар лару-тӑрӑвне тӗрӗслес тӗллевпе муниципалитет пӗрлӗхӗсен патруль-маневр ушкӑнӗсен тухӑҫлӑ ӗҫне йӗркелемелле, ҫут ҫанталӑк пушарӗсемпе ҫыхӑннӑ чрезвычайлӑ лару-тӑру сиксе тухассине, уҫӑ вут ҫӑлкуҫӗсене тупса палӑртас тата оперативлӑ сӳнтерес енӗпе мерӑсем йышӑнмалла. Çункăç каяшӗсем, ҫӳп-ҫап, типӗ курӑк, ҫулҫӑсене ятарласа уйӑрнӑ площадкӑсем, контейнерсем е михӗсем ҫине пуҫтармалла.
Граждансен канмалли вырӑнӗсене, сад тата пахча тата коммерциллӗ мар юлташлӑхсен территорийӗсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене пӑсассине сирсе ярас тӗллевпе рейдсем йӗркелемелле, районсене автомобиль патрулӗсем йӗркелемелле, пушар хӑрушсӑрлӑх требованийӗсене пӑхӑннине, хирӗҫле ĕçсене чарса лартнине тӗрӗслесе тӑмалла.
Халӑхпа вӑрмансенче туристсен ушкӑнӗсемпе пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене пӑхӑнас енӗпе ӑнлантару ӗҫӗ иртермелле.
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-04-11/v-bashkirii-vveden-osobyy-protivopozharnyy-rezhim-3215785