Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
2 Майӑн 2023, 12:02

Пушкӑртстанри икӗ районта пушар хӑрушлӑхӗн чи çÿллĕ класне пӗлтернӗ

Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 5-мӗш (чрезвычайлӑ) класне Мелеузпа Стерлитамак районӗсенче кӗтеҫҫӗ.

Пушкӑртстанри икӗ районта пушар хӑрушлӑхӗн чи çÿллĕ класне пӗлтернӗ
Пушкӑртстанри икӗ районта пушар хӑрушлӑхӗн чи çÿллĕ класне пӗлтернӗ

Ытларикун, майӑн 2-мӗшӗнче, Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 3, 4, 5-мĕш класӗсем Пушар фондӗнче прогнозланă. Ҫапла, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 5-мӗш (чрезвычайлӑ) класне Мелеузпа Стерлитамак районӗсенче кӗтеҫҫӗ.

Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 4-мӗш класне Альшей, Архангельски, Баймак, Бакалă, Буздяк, Бурзян, Дюртюли, Зилаир, Иглин, Илиш, Кугарчă, Куюргаза, Стерлибаш, Туймаза, Федоровка, Хайбулла, Чекмагуш, Чишма районӗсенче палӑртнӑ.

Республикӑра пурӑнакансене вутпа тыткаламалли правилӑсене тытса пыма сӗнеҫҫӗ. Ҫунакан шӑрпӑксемпе пирус тӗпӗсене пӑрахма, ҫиллӗ ҫанталӑкра кӑвайт чӗртме юрамасть. Хӗвел ҫутинче хӑварнӑ кӗленче е кантӑк ванчӑкӗсем те, хӗвел пайӑркисене фокусласа, ҫунтаракан линзӑсем пек пулса тăма пултараҫҫӗ.

https://www.bashinform.ru/news/social/2023-05-02/v-dvuh-rayonah-bashkirii-ob-yavlen-naivysshiy-klass-pozharnoy-opasnosti-3241242

 

Пушкӑртстанри икӗ районта пушар хӑрушлӑхӗн чи çÿллĕ класне пӗлтернӗ
Пушкӑртстанри икӗ районта пушар хӑрушлӑхӗн чи çÿллĕ класне пӗлтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: