Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
5 Июнӗн 2023, 12:29

Вӑйлӑ ҫумӑр пулнӑран ял шыва путнӑ

Кун пирки "Башинформа" Раҫҫей МЧС регионти тӗп управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ.

Вӑйлӑ ҫумӑр пулнӑран ял шыва путнӑ
Вӑйлӑ ҫумӑр пулнӑран ял шыва путнӑ

 

Пушкӑртстанри Туймазă районӗнчи Кандрыкуль ялӗн территорийӗнче ҫумӑр тата пӑр ҫунӑ. Кун пирки "Башинформа" Раҫҫей МЧС регионти тӗп управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ.

"Кандрыкуль ҫывӑхӗнчи сӑртсем ҫинчен пухӑннӑ шыв ял территорине юхӑм пек юхса аннӑ, ҫӳп-ҫаппа йывӑҫ тураттисем, çÿп-çап юлашкисене илсе килнӗ, - каласа панӑ ҫӑлавҫӑсем. - Шыв хӑвӑрт кайнă".

Электроснабжени сиенленмен, шыв айне пулнӑ ҫуртсемпе ҫурт-йӗр территорийӗсем ҫук. Вилнисем те, асап курнисем те ҫук. Халĕ çӳп-ҫапа пуҫтарас ӗҫ пырать.

https://www.bashinform.ru/news/social/2023-06-04/iz-za-silnogo-livnya-zatopilo-odno-iz-sel-bashkirii-3287365

 

Сӑнӳкерчӗкĕсем: Пушкӑртстанри Раҫҫей МЧС тӗп управленийӗн пресс-служби.

Вӑйлӑ ҫумӑр пулнӑран ял шыва путнӑ
Вӑйлӑ ҫумӑр пулнӑран ял шыва путнӑ
Вӑйлӑ ҫумӑр пулнӑран ял шыва путнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: