Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
6 Кӑрлач , 10:04

Ҫулталӑкӑн малтанхи виҫӗ кунӗнче пушара хирӗҫ 2 пин ытла рейд ирттернӗ

Шел те, 2024 ҫулта пушарсем Пушкӑрт халӑхӗн 6 пурнӑҫне илсе кайнӑ.

Ҫулталӑкӑн малтанхи виҫӗ кунӗнче пушара хирӗҫ 2 пин ытла рейд ирттернӗ
Ҫулталӑкӑн малтанхи виҫӗ кунӗнче пушара хирӗҫ 2 пин ытла рейд ирттернӗ

Регион правительствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, рейдсенче специалистсем 30 пин яхӑн ҫыннăн ҫуртне ҫаврӑннӑ. Тӗпрен илсен, вӗсем нумай ачаллӑ ҫемьесем, эрех-сăрапа иртӗхекен граждансем, пӗччен пурăнакан ватӑ ҫынсем.
Рейдсенче харпӑрлӑхҫӑсене кӑмакасемпе электрооборудованине хӑрушсӑрлӑхра илсе пыма пулӑшнă. 271 пушар извещателӗ панӑ.
Шел те, 2024 ҫулта пушарсем Пушкӑрт халӑхӗн 6 пурнӑҫне илсе кайнӑ. Трагеди пулса иртнӗ пӗр ҫуртра та пушар извещателӗ вырнаҫтарман пулнă.
Пушкӑртстан Правительствин Премьер-министрӗн ҫумӗ, ЧС Комиссийӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, извещатель Пушкӑртри Дюртюли районӗнче январӗн 1-мӗшӗнче ҫӗрлехи пушар вӑхӑтӗнче сакăр ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.
Республикӑна сивӗ ҫанталӑк ҫывхарса килнине палӑртнӑ. Пушар ан пултӑр тесен регион ҫыннисен кӑмака оборудованийӗн юсавлӑхне тӗрӗслемелле, электросетьсене тиеме памалла мар, пушар извещателӗсене лартмалла.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР МЧС.

https://mgazeta.com/news/novosti/2024-01-04/za-tri-pervyh-dnya-goda-v-bashkirii-proveli-bolee-2-tysyach-protivopozharnyh-reydov-3591494

 

 

 

Ҫулталӑкӑн малтанхи виҫӗ кунӗнче пушара хирӗҫ 2 пин ытла рейд ирттернӗ
Ҫулталӑкӑн малтанхи виҫӗ кунӗнче пушара хирӗҫ 2 пин ытла рейд ирттернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: