Пушкӑртстанра февралӗн 13-мӗшӗнче иртенпех юр вӑйлӑ ҫунине асӑрхаҫҫӗ. Уҫӑ участоксенче ҫил-тӑман, юр ҫуни, пӑрланни тата тавралӑх япӑхланни палӑрать. Ҫанталӑк условийӗсем хӑвӑрт улшăннипе Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи ГИБДД начальникӗ Владимир Севастьянов ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансене пурне те ҫул ҫинче тимлӗ пулма чӗнсе калать. Халӑх пурӑнакан вырӑнсенчен инçене тухса ҫӳремелле мар.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансем, ҫул ҫинчи йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗскерсем, талӑкӗпех Патшалӑх автоинспекцийӗн подразделенийӗсенчен пулӑшу ыйтма пултараҫҫӗ. Сотрудниксем май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшӗҫ, кирлӗ пулсан техника службине е эвакуацине чӗнме пулӑшӗҫ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина.