#владимирпутин
Владимир Путин Мускав ҫывӑхӗнчи "Крокус Сити Холлра" теракт хыҫҫӑн официаллӑ сӑмах тухса каланă. Патшалăх пуҫлӑхӗ трагеди хыҫҫӑн пур регионта та территориллӗ тата диверси характерлă хӑрушсӑрлӑхӑн хушма мерисене пурнӑҫланине палӑртнӑ. Халӗ тӗп задача – "ҫак юнлӑ ҫапӑҫу" хыҫӗнче тӑракансене ҫӗнӗ преступленисем тума памасси.
"Теракта тӳрремӗнех пурнӑҫлакансене тӑваттӑшне те, пурне те тупнӑ та тытса чарнӑ. Вӗсем пытанма хӑтланнӑ та Украина еннелле кайнӑ, унта, малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсемшӗн Украина енчен патшалăх чикки урлӑ каҫма "чӳрече" хатӗрленӗ пулнӑ. Пурӗ 11 ҫынна тытса чарнӑ", — тет Владимир Путин.
Халӗ ФСБ тата право йĕрке сыхлавӗн сотрудникӗсем террористсен пӗтӗм базине тупса палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ – транспортпа тивӗҫтернисене, хӗҫпӑшал тата боеприпассем тиенӗ схронсемпе вӑрттӑн вырӑнсем тӑвакансене, каялла чакма хатӗрлекенсене. Владимир Путин шухӑшӗпе, Раççей тӗплӗн планланӑ террактпа мар, хӳтлӗхсӗр ҫынсене хатӗрленӗ тата организациленӗ массӑллӑ вӗлерӳпе тӗл пулнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: трансляци скриншочӗ.