Юлашки талӑк хушшинче Пишпÿлек районӗн территорийӗнче юханшывсем ҫӗкленнĕ. Дема шывӗн шайӗ Аит ялӗ ҫывӑхӗнчи сӑнав пунктӗнче + 50 см, автомат гидропостра 2024 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 9:00 сехет тӗлне Уязы шывӗ ҫинче + 57 см пулнă. Шыв шайӗ хӑпарнӑ факт тӑрӑх Пишпÿлек районӗнчи çурхи шывсене пăхса тăракан комиссин черетсӗр канашлӑвне Азнайра пухăннӑ. Тӗлпулӑвӑн тӗп сӑлтавӗ пулас çурхи шыв тапхӑрне хатӗрленесси. Мероприятие администраци пуҫлӑхӗн заместителӗсем, Дема ял совет пуҫлӑхӗ Сергей Ходак, район администрацийӗн ГО тата ЧС секторӗн тӗп специалисчӗ Ирек Ахмадуллин тата çурхи шыв вăхăтĕнчи хӑвӑрт реагировани службисен ытти ертӳҫисем хутшӑннӑ. Канашлăва Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов ирттернӗ. Служба ертӳҫисем ҫурт-йӗрсене шыв илсе кайсан мӗн тумаллине сӳтсе явнă, граждансене вӑхӑтлӑха вырнаҫтармалли пункта пӑхса тухнă. Дема ял совечĕн специалисчĕсем Азнайра пурăнакансене, май килнӗ таран çурхи шыв пуласран асӑрхаттарас енӗпе, инструктаж ирттернĕ, ҫӑлав службисен контактлӑ даннӑйӗсене панă. Комисси ӗҫне Пишпÿлек районӗнчи социаллӑ координатор Рамиль Мухтасимов хутшӑннӑ, вӑл шыв айне путма пултаракан зонӑра пурӑнакан СВОна хутшăнакансен ҫемйисен членӗсемпе тӗл пулнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.