Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Салаватра Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров "Нефтехим Салават" ООО площадкинче республика оперативлӑ штабӗн тухса ҫӳремелли ларӑвне ирттернӗ.
"Башинформ" маларах пӗлтернӗ тарăх: Ҫӗнтерӳ кунӗ,13:00 сехетре тӑшманӑн пилотсӑр аппарачӗ Салават промзонине атакӑланӑ. Ҫапла вара "Газпром нефтехим Салават" предприятин пӗр объектĕнче тӗтӗм мӑкӑрланма пуҫланӑ. Инкек курнисем ҫук. Заводра технологи процесне пӑсман.
Радий Хабиров тапăнни вырӑнне пӑхса тухнӑ, инкек хыççăнхи палăрăмсене сирсе яма мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлине тӗрӗсленӗ.
Оперштаб ларӑвӗнче республикӑри ертсе пыракан промышленноҫ предприятийӗсене хирӗҫ пилотсăр аппаратпа усӑ курассипе хӑратнине нейтрализацилес енӗпе йышӑннӑ мерӑсене, кӗрешес ӗҫе вӑйлатмаллине сӳтсе явнă.
"Ӗнер ахаль инцидент кӑна мар, чӑн-чӑн террористла тапăну пулнă. Предприяти штат режимӗнче ӗҫлени пӗлтерӗшлӗ. Икӗ-виҫӗ кун хушшинче кунта ӗнер пилотсăр аппарат тапăннине пула пулса иртнӗ взрыв итогӗсемпе пысӑках мар юсав ӗҫӗсем туса ирттерӗҫ. Предприяти ӗҫченӗсем - маттур, пурте йӗркеллӗ ӗҫленӗ. Производство кӑтартӑвӗсенче те ку нимӗнпе те палӑрмасть.
Паян эпир предприятисен оборонин пӗтӗм системи мӗнле ӗҫленине куртӑмӑр. Вӑл питӗ нумай планлӑ, калас пулать, вӑл ӗҫленине пула пурте иртсе кайрӗ. Ҫапах та эпир хӳтӗлев тытӑмне вӑйлатмалли хушма мерӑсене сӳтсе яврӑмӑр. Ку "Газпром нефтехим Салават" компание ҫеҫ мар, пирӗн нефтехими тата нефтепровод тӑвакан пӗтӗм пысӑк комплекса та тивет", - тенӗ Радий Хабиров оперштаб итогӗсем тӑрӑх, ИА "Башинформ" журналисчĕн ыйтӑвӗсене хуравласа.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Азат Мухамедьянов.