Ҫуркунне ҫулталӑкӑн илемлӗ вӑхӑчӗ кӑна мар, хӑш-пӗр хӑрушлӑхсем илсе пыракан вӑхӑт та. Ҫуркунне юрпа пӑр ирӗлнипе шыв шайӗ интенсивлӑ хӑпарать, шыв сарӑлать. Шыв уй-хирсене, ҫарансене, юханшывсем хĕрринчи вӑрмансене путарать. Çурхи шыв пуҫланать.
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта ҫурхи тапхӑрта шыв объекчӗсенче хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерес тӗллевпе "Асӑрханăр, ҫурхи шыв!" класс сехечӗсем ирттернĕ. Вӗренекенсем ҫурхи шыв-шур вӑхӑтӗнче хӑйсене мӗнле тытмалли правилӑсене тепӗр хут аса илнĕ, видеороликсем пӑхнӑ, çурхи шыв вӑхӑтӗнче мӗн пулма пултарассине сӳтсе явнӑ.
Ҫурхи шыв-шур вӑхӑтӗнче пӑрпа шыв ҫинчи хӑрушсӑрлӑх правилисене сыхлануллӑрах тытса пымалла. Ҫавӑнпа ҫурхи шыв-шур ҫине мӗнле пӑхасси те питӗ яваплӑ пулмалла.
Класс ертӳҫисем ачасене ҫурхи каникула хӑрушсӑр тивӗҫтермелли инструктажсем ирттернĕ. Ачасем ҫурхи тапхӑрта инкек-синкекрен асӑрхаттарас тӗллевпе шывсем патне хӑйсем тӗллӗн ҫывхарма юраманнине уйрӑм тимлӗх уйӑрнӑ.
#Бижбуляк2школа
#Осторожнотонкийлед
#НавигаторыДетстваРБ
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bssh2