Çутă çул
+13 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
28 Мартӑн , 11:30

Шкул ачисемпе "Асӑрханăр, ҫӳхе пӑр!" профилактика калаçăвĕ ирттернӗ

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 5-мӗш класра класс ертӳҫи пӑр ҫинче инкек-синкек пуласран асӑрхаттарас тĕллевпе профилактика калаçăвĕ ирттернӗ.

Шкул ачисемпе "Асӑрханăр, ҫӳхе пӑр!" профилактика калаçăвĕ ирттернӗ
Шкул ачисемпе "Асӑрханăр, ҫӳхе пӑр!" профилактика калаçăвĕ ирттернӗ


Тахҫантанпах кӗтнӗ ҫуркунне ҫитрӗ! Ҫулталӑкӑн илемлӗ вӑхӑчӗ, ҫутҫанталӑк чӗрӗлет, хӗвел ачашшӑн ӑшӑтать, кайӑксем ӑшӑ хӗвел пайӑркисемпе савӑнаҫҫӗ, янӑравлӑ юрӑсем юрлаҫҫӗ. Юр ирӗлет, тумлам, юханшывсем, пӗчӗк ҫырмасем, кӳлӗсем ирӗлекен шывсемпе тулаҫҫӗ. Вӗсем кӑпӑшка та вӑйсӑрланса пыракан пӑра хӑйраҫҫӗ. Ҫакна асра тытмалла: ҫак вӑхӑтра пӑр питӗ чее, ҫурхи ирӗлнӗ вӑхӑтра хӑрушсӑрлӑх правилисене пурнӑҫламаннипе инкек-синкексем сахал мар пулаҫҫӗ.
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 5-мӗш класра класс ертӳҫи Наталья Федоровна Алексеева "Асӑрханăр, ҫӳхе пӑр!" темӑпа пӑр ҫинче инкек-синкек пуласран асӑрхаттарас тĕллевпе профилактика калаçăвĕ ирттернӗ. Ачасене ҫуркунне шӑнса ларнӑ шыв-шурсем мӗнле хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерме пултарни ҫинчен каласа панă, ҫӳхе пӑр ҫинче хӑйсене мӗнле тытмалли ҫинчен ӑнлантарнă. Ачасем ҫӗннине нумай пӗлнĕ, илнĕ пӗлӳсене ҫирӗплетнĕ, ҫак темӑпа ыйтусем ҫине хуравланă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bssh2

 

 

Шкул ачисемпе "Асӑрханăр, ҫӳхе пӑр!" профилактика калаçăвĕ ирттернӗ
Шкул ачисемпе "Асӑрханăр, ҫӳхе пӑр!" профилактика калаçăвĕ ирттернӗ
Шкул ачисемпе "Асӑрханăр, ҫӳхе пӑр!" профилактика калаçăвĕ ирттернӗ
Шкул ачисемпе "Асӑрханăр, ҫӳхе пӑр!" профилактика калаçăвĕ ирттернӗ
Шкул ачисемпе "Асӑрханăр, ҫӳхе пӑр!" профилактика калаçăвĕ ирттернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: