Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
15 Апрелӗн 2025, 06:17

МЧС пуҫлӑхӗ Путина ҫурхи шывпа çыхăннă лару-тӑру ҫинчен пӗлтернӗ

Куренков: Раҫҫейри ҫурхи шыв кӑткӑсланмасӑр иртет.

МЧС пуҫлӑхӗ Путина  ҫурхи шывпа çыхăннă лару-тӑру ҫинчен пӗлтернӗМЧС пуҫлӑхӗ Путина  ҫурхи шывпа çыхăннă лару-тӑру ҫинчен пӗлтернӗ
МЧС пуҫлӑхӗ Путина ҫурхи шывпа çыхăннă лару-тӑру ҫинчен пӗлтернӗ

#владимирпутин
Куренков: Раҫҫейри ҫурхи шыв кӑткӑсланмасӑр иртет.
РФ МЧС пуҫлӑхӗ Александр Куренков апрелĕн 14-мӗшӗнче правительствӑпа канашлура Раҫҫей Президентне Владимир Путина ҫӗршыври ҫурхи шывпа ҫыхӑннӑ лару-тӑру ҫинчен пӗлтернӗ.
"Ҫурхи шыв яланхи вӑхӑтсенчен кӑшт маларах пуҫланчӗ, анчах, пӗтӗмӗшпе илсен, пысӑк чӑрмавсемсӗр иртет", - пӗлтернӗ Куренков.

МЧС пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи куна РФ территорийӗнче пурӑнмалли пӗр ҫурта, кил-ҫурт ҫумӗнчи 88 участока тата транспорт инфратытӑмӗн 33 объектне шыв илнĕ. Куренков ведомство ҫурхи шыв-шурсемпе лару-тӑрӑва яланах мониторинг туса пынине палӑртнă. Ҫакна валли, сӑмахран, искусство интеллекчӗн технологийӗсемпе усӑ кураҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos/medium

https://iz.ru/1870700/2025-04-14/glava-mchs-dolozhil-putinu-o-situatcii-s-vesennimi-pavodkami-v-strane

МЧС пуҫлӑхӗ Путина  ҫурхи шывпа çыхăннă лару-тӑру ҫинчен пӗлтернӗ
МЧС пуҫлӑхӗ Путина ҫурхи шывпа çыхăннă лару-тӑру ҫинчен пӗлтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас