Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Хăрушсăрлăх
17 Апрелӗн 2025, 07:46

Апрелӗн 18-мӗшӗнчен Пушкăртра пушара хирӗҫле уйрӑм режим кӗртеҫҫӗ

Пушкӑрт территорийӗнче пушара хирӗҫле уйрӑм режим апрелӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа йӗркеленет.

Апрелӗн 18-мӗшӗнчен Пушкăртра пушара хирӗҫле уйрӑм режим кӗртеҫҫӗАпрелӗн 18-мӗшӗнчен Пушкăртра пушара хирӗҫле уйрӑм режим кӗртеҫҫӗ
Апрелӗн 18-мӗшӗнчен Пушкăртра пушара хирӗҫле уйрӑм режим кӗртеҫҫӗ


Пушкӑрт территорийӗнче пушара хирӗҫле уйрӑм режим апрелӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа йӗркеленет. Вӑл уйрӑм распоряженисем пуличчен вăйра тăрать. Тивӗҫлӗ постановление республика правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров алӑ пуснӑ.
Чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва сирсе ярас тӗллевпе документ регионти ӗҫ тӑвакан органсене хушать тата пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе муниципалитетсемпе хула округӗсен администрацийӗсене йӗркелеме сӗнет.
Документра пушара хирӗҫле режим пынӑ тапхӑрта регионти пӗлтерӗшлӗ территорисене, запас ҫӗрӗсене, юханшывсемпе кӳлӗсен тӑрӑхӗсене, хула тата ял поселенийӗсен, садсемпе коммерциллӗ мар пахча юлташлӑхӗсен территорийӗсенче кӑвайт чӗртме чарнине палӑртнӑ.
Постановлени тӑрӑх, граждансен канмалли вырӑнӗсенче, СНТ тата ОНТ территорийӗсенче рейдсем йӗркелӗҫ, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене пӑхӑнас енӗпе ӑнлантару ӗҫӗсем иртĕç. Ҫавӑн пекех халӑха васкавлӑ эвакуацилеме, ачасене вӑрман тӑрӑхӗсенче вырнаҫнӑ сывлӑх объекчӗсенчен уйӑрма алгоритмсем хатӗрлӗҫ.

Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене пӑснӑшӑн пушара хирӗҫле режим вӑхӑтӗнче ҫакнашкал штрафсем пӑхса хӑварнӑ:
граждансене 10 пинрен пуҫласа 20 пин тенкӗ таран;
должноҫри çынсене 30 пинрен пуҫласа 60 пин тенкӗ таран;
предприниматель ӗҫне юридика сӑпачĕсĕр пурнӑҫлакан ҫынсене 60 пинрен пуҫласа 80 пин тенкӗ таран;
юридика сӑпачĕсене - 400 пинрен пуҫласа 800 пин тенкӗ таран.
Маларах Раҫҫей МЧСĕн патшалăх пушар надзор инспекторӗсем пушар режимне пӑсакансене штраф ҫырса пама пултарассине аса илтернӗ. Ҫакӑн пек норма апрелӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа ӗҫлеме пуҫланӑ. Çынсем валли чи пысӑк штраф 20 пин тенке ҫитет.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина.

https://www.bashinform.ru/news/social/2025-04-17/v-bashkirii-s-18-aprelya-vvoditsya-osobyy-protivopozharnyy-rezhim-4201590

 

Апрелӗн 18-мӗшӗнчен Пушкăртра пушара хирӗҫле уйрӑм режим кӗртеҫҫӗ
Апрелӗн 18-мӗшӗнчен Пушкăртра пушара хирӗҫле уйрӑм режим кӗртеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас