Çутă çул
-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
23 Майӑн 2025, 09:56

«Çул ҫитмен водительсен яваплӑхӗ» профилактика калаҫăвĕ

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн 7б класра «Çул ҫитмен водительсен яваплӑхӗ» профилактика калаҫăвĕ ирттернӗ.

«Çул ҫитмен водительсен яваплӑхӗ» профилактика калаҫăвĕ
«Çул ҫитмен водительсен яваплӑхӗ» профилактика калаҫăвĕ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн 7б класра социаллӑ педагог Л.А. Харисова класс ертӳҫипе Т.В. Хасановапа пӗрле «Çул ҫитмен водительсен яваплӑхӗ» профилактика калаҫăвĕ ирттернӗ.
Скутерсем, мопедсем, мотоциклсем - паян ҫамрӑксен йӑпанмалли нумай. Анчах ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисем ҫинчен элементарлӑ пĕлÿсем илменнипе ҫул ҫитмен ачасем ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсене илсе ҫитерме пултаракан çул çине тухса каяҫҫӗ. Шел пулин те, ашшӗ-амӑшӗ ачана мопед илнĕ чухне 16 ҫула ҫитмен ҫынсен ҫул ҫине тухма юраманнине шута илмеҫҫӗ. Калаҫнӑ хушӑра çул çитмен ачасене водитель удостоверенийӗсӗр çул çине тухма юраманни ҫинчен ӑнлантарса панă. Ҫак транспортпа ҫул çÿренĕшĕн ашшӗ-амӑшӗсем тата ҫул ҫитмен ачасем мӗнле яваплӑх тытнипе паллашнă.
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
 
«Çул ҫитмен водительсен яваплӑхӗ» профилактика калаҫăвĕ
«Çул ҫитмен водительсен яваплӑхӗ» профилактика калаҫăвĕ
«Çул ҫитмен водительсен яваплӑхӗ» профилактика калаҫăвĕ
«Çул ҫитмен водительсен яваплӑхӗ» профилактика калаҫăвĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас