Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
23 Июнӗн , 14:13

Çул-йӗр правилисем ача садӗнче асфальт ҫинче

Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнче çул-йĕр правилисене асфальт çине ÿкерсе аса илнĕ.

Çул-йӗр правилисем ача садӗнче асфальт ҫинче
Çул-йӗр правилисем ача садӗнче асфальт ҫинче
Ачасен ҫул-йӗрпе транспорт травматизмне профилактикӑласси тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн дисциплинине ачасем ӑнланса илнине  аталантарасси ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне пропагандӑлассин тӗп тӗллевӗ пулса тӑрать. Ачасене ҫул ҫинче хӑйсене тӗрӗс тытни ҫинчен каласа парас тесен ача садӗнчи педагогсем тӗрлӗ формӑсемпе, вӗрентӳ меслечӗсемпе усӑ кураҫҫӗ.
Пишпÿлекри «Умка» ача сачӗн педагогӗсем ачасене асфальт ҫине ӳкерме сӗннĕ. Ачасем ҫул ҫинчи тӗрлӗ лару-тӑрӑва ӳкерсе кӑтартнӑ, тепӗр темиҫе минутран ача сачӗн картишӗ темӗн чухлӗ ҫутӑ ӳкерчӗксемпе тулнă.
Ÿкерчӗксем хитре те пĕлÿллĕ пулса тӑнӑ. Вӗсем хушшинче ҫул паллисем, светофорсем, ҫуран ҫынсем, ҫул урлӑ каҫакансем, ҫуран ҫынсем çул урлă каçмаллисем пулнӑ.
Ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансене заняти питӗ килӗшнӗ. Илемлӗ ӳкерчӗксем ачасене ҫеҫ мар, ҫитӗннисене те савӑнтарӗҫ, вӗсене ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнса пымалли ҫинчен аса илтерӗҫ.
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Умка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
 

 

Çул-йӗр правилисем ача садӗнче асфальт ҫинче
Çул-йӗр правилисем ача садӗнче асфальт ҫинче
Çул-йӗр правилисем ача садӗнче асфальт ҫинче
Çул-йӗр правилисем ача садӗнче асфальт ҫинче
Çул-йӗр правилисем ача садӗнче асфальт ҫинче
Çул-йӗр правилисем ача садӗнче асфальт ҫинче
Çул-йӗр правилисем ача садӗнче асфальт ҫинче
Автор: Марина Иванова
Читайте нас