Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
25 Июнӗн , 11:03

Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача садĕнче хӑрушсӑрлӑх эрни иртнĕ

Калаҫура ачасем чи кирли ҫинчен пӗлнĕ – вӑрманта лайӑх пӗлекен кӑмпасемпе ҫырласене ҫеҫ илме пулать, паллӑ марри – хӑрушӑ пулма пултарать.

Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача садĕнче хӑрушсӑрлӑх эрни иртнĕ
Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача садĕнче хӑрушсӑрлӑх эрни иртнĕ
 
«Дюймовочка» ача садĕнче хӑрушсӑрлӑх эрнинче «Вӑрманти хӑрушсӑрлӑх. Асӑрхан - наркӑмӑшлӑ кӑмпапа ҫырла!»  ачасен вӑрманта та, ҫутҫанталӑкра та хӑйсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне хӑрушсӑрлатас тӗллевпе, тематика кунĕ иртнӗ. Тӗрлӗ ҫулти ушкӑнра ачасем калаҫнă, кӑмпапа ҫырла ӳкерчӗкӗсене пӑхса тухнă, тупмалли юмахсен тупсӑмĕсене тупнă, вӑрманти хӑрушсӑрлӑх йӗркисене аса илнĕ. Палламан ҫырласене, ҫулҫӑсене, ӳсентӑран тунисене, ҫимӗҫсене, вӑрлӑха, кӑмпасене тутанса пӑхма юраманнине ачасем пӗлнĕ. Палламан ӳсентӑрансене тӗкӗнме те юрамасть, мӗншӗн тесен пиҫнӗ аллерги реакцине илме пулать. Калаҫура ачасем чи кирли ҫинчен пӗлнĕ – вӑрманта лайӑх пӗлекен кӑмпасемпе ҫырласене ҫеҫ илме пулать, паллӑ марри – хӑрушӑ пулма пултарать. Ҫавӑн пекех хӗвел ҫинче пулмалли правилӑсене аса илнĕ.
#МирБезОпасности
 
Сăнÿкерчĕкĕ: «Дюймовочка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
 
 
 
Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача садĕнче хӑрушсӑрлӑх эрни иртнĕ
Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача садĕнче хӑрушсӑрлӑх эрни иртнĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас