Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
2 Июлӗн 2025, 04:27

«Дюймовочка» ача садĕнче пушар хăрушсăрлăхне аса илнĕ

Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача садĕнчи тӗрлӗ ӳсӗмри ушкӑнӗнче «Хӑрушсӑрлӑх эрни» темӑпа килӗшӳллӗн, ӳнерпе эстетика аталанӑвӗпе (пластилинран йăваласа тăвасси) заняти иртнӗ.

«Дюймовочка» ача садĕнче пушар хăрушсăрлăхне аса илнĕ«Дюймовочка» ача садĕнче пушар хăрушсăрлăхне аса илнĕ
«Дюймовочка» ача садĕнче пушар хăрушсăрлăхне аса илнĕ
Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача садĕнчи тӗрлӗ ӳсӗмри ушкӑнӗнче «Хӑрушсӑрлӑх эрни» темӑпа килӗшӳллӗн, ӳнерпе эстетика аталанӑвӗпе (пластилинран йăваласа тăвасси) заняти иртнӗ. Ӗҫ умӗн ачасем пушар хӑрушсӑрлӑхӗ пирки, инкек-синкек сиксе тухсан хӑш номерпе шӑнкӑравламаллине, пушар тухсан мӗн тумаллине тепӗр хут ҫирӗплетнĕ. Ачасем «Огнетушитель» темӑпа пластилин ӗҫне пурнӑҫланӑ. Ачасене ҫак техникӑри ӗҫсене пурнӑҫлама питӗ килӗшет. Халӗ ачасем огнетушитель мӗн иккенне, унпа мӗнле хăçан усӑ курнине пӗлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне шкул ҫулне ҫитмен ачасем конструкци пулӑшнипе пушарнӑй профессийӗ ҫинчен пӗлӗвне анлӑлатнӑ - патаксенчен пусма ӑсталанӑ тата ÿкерчĕксем ӳкернӗ.
#ПроектМирБезОпасности
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
 
 
 
«Дюймовочка» ача садĕнче пушар хăрушсăрлăхне аса илнĕ
«Дюймовочка» ача садĕнче пушар хăрушсăрлăхне аса илнĕ
«Дюймовочка» ача садĕнче пушар хăрушсăрлăхне аса илнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас