Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
17 Июлӗн 2025, 05:51

Пушкӑртра ҫӑмӑл машина водительне тӗрмене ӑсатнӑ

  Арҫын каллех машинапа ӳсӗр çÿренипе ҫакланнӑ, халӗ вăл колоние виçĕ ҫула кайӗ.

Пушкӑртра ҫӑмӑл машина водительне тӗрмене ӑсатнӑПушкӑртра ҫӑмӑл машина водительне тӗрмене ӑсатнӑ
Пушкӑртра ҫӑмӑл машина водительне тӗрмене ӑсатнӑ
 
Арҫын каллех машинапа ӳсӗр çÿренипе ҫакланнӑ, халӗ вăл колоние виçĕ ҫула кайӗ.
Кугарчă районӗнче пурӑнакан 31 ҫулти арҫын Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсене икӗ хутчен ӳсӗр ҫакланнӑ. Суд унӑн унчченхи йӗркесӗрлӗхӗсене шута илсе ҫирӗп приговор кӑларнӑ: пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние виҫӗ ҫуллӑха хупнӑ, тӑватӑ ҫул автомобиль тытса пыма юрамасть тата автомобиле патшалăх шутне конфискациленĕ.
Ӳсӗрле руль умне ларма май пур текенсемшӗн ку тӗслӗх пысӑк асӑрхаттару. Пушкӑртстан прокуратури тепӗр хут йӗркене пӑсни чӑн сроклӑ уголовлӑ яваплӑх кӳнине аса илтерет.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Айрат Нурмухаметов / fotobank02.ru.
 
Пушкӑртра ҫӑмӑл машина водительне тӗрмене ӑсатнӑ
Пушкӑртра ҫӑмӑл машина водительне тӗрмене ӑсатнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас