+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Бирскра ГИБДД ӗҫченӗсем мотоцикл тытса пыракан 15 ҫулти шкул ачине чарнӑ. Йĕрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк инспекторсенчен тарса пытанма хӑтланнӑ, анчах ӑна тытса чарнӑ.
Инкек пулнӑ вырӑна ҫул ҫитмен водитель хĕрĕн амӑшне чӗнсе илнӗ. Протокол ҫырнӑ хыҫҫӑн хӗре транспорт хатӗрне тытса пырассинчен хӑтарнӑ, мотоциклне ятарлӑ стоянкӑна вырнаҫтарнӑ.
Амӑшӗ тӗлӗшпе РФ КоАПӗн 12.7 статйипе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак статьяпа 30 пин тенкӗ штраф пӑхса хӑварнӑ.