Мероприятисем июлĕн 27-мӗшӗччен тӑсӑлӗҫ.
Паянтан пуҫласа Пушкӑртстан ҫулӗсем ҫинче «Хирӗҫ ярӑм» профилактика мероприятийӗсем пуҫланаҫҫӗ, пӗлтернӗ ПР патшалӑх тĕп автоинспекторӗ Владимир Севастьянов.
Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ҫул ҫинчи аварисене тишкерсен республикӑра ҫул-йӗр ҫинчи кашни тӑваттӑмӗш ҫын хирӗҫ ҫул тӑрӑхне тухнипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсенче вилет.
Шӑпах ҫакӑн пек йӗркене пӑсни е иртсе каймалли правилӑсене пӑсни водительсемпе пассажирсене пысӑк суранлатакан чи йывӑр инкек кӳрет.
«Ҫул-йӗр ҫинчи авариллӗ лару-тӑрӑва чарас тата асӑрхаттарас тӗлӗшпе хушма мерӑсем йышӑнас тӗллевпе эрне хушшинче патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем автомобилистсем ҫӳлерех асӑннӑ хӑрушӑ маневрсем тунӑ чухне ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне пысӑк шайра тивӗҫтерес енӗпе служба ирттерӗҫ», - тесе ҫырнӑ патшалӑх тĕп автоинспекторӗ хӑйӗн социаллă сечĕсенче.