Пишпÿлекри «Улыбка» ача садĕнче ҫул-йӗр правилисем тӑрӑх калаҫу ирттернĕ. Ачасем зебра тата светофор ӳкернӗ тӗрлӗ тӗслӗ плакатсемпе хӗҫпӑшалланса пӗр-пӗрне ҫул урлӑ каҫиччен йӗри-тавралла пӑхни мӗн тери паха пулни ҫинчен хавхаланса каласа панă. Калаҫу хыҫҫӑн ачасем тӳрех ушкӑнра ҫуран ҫӳремелли импровизациленӗ каҫӑ тунă, унта кашниех пур правилӑсене те пӑхӑнса,
«регулировщика» тимлӗн итлесе ҫул урлӑ хӑрушсӑр каҫма хӑнӑхма пултарнă. Ачасем ҫул ҫинче яланах тимлӗ пулма, кун пирки ашшӗ-амӑшĕсене аса илтерме харӑссӑн сӑмах панă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.