«Тимлӗр, ачасем» акципе килӗшӳллӗн Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачӗн вӑтам ушкӑнӗнче ҫул-йӗр правилисемпе заняти иртнӗ. Воспитанниксем ҫуран ҫӳрекенсем валли ҫул-йӗрӗн тӗп паллисене, правилисене аса илнĕ. Ачасемпе ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх пирки те пӗлӳллӗ калаҫусем ирттернӗ. Илнӗ пӗлӗве ачасем вӑйӑ евӗр ҫирӗплетнĕ. Ачасем ятарласа хатӗрленӗ ПДД кӗтесӗнче хаваспах вылянă. Вӗсем ҫул ҫинчи лару-тӑрӑва выляса водительсемпе ҫуран ҫӳрекенсен ролӗсене тӗрӗсленӗ. Ҫакӑн пек вӑйӑ занятийӗсем ачасене пӗлтерӗшлӗ правилӑсене лайӑхрах ӑнланма, астуса юлма пулӑшаҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.