Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
21 Августӑн 2025, 05:24

«Ҫул-йӗр правилисем кирлӗ, ҫул-йӗр правилисем пĕлтерĕшлĕ!»

Пишпÿлекри "Журавушка" ача садӗнче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне халалланӑ мероприятисем иртнĕ.  

«Ҫул-йӗр правилисем кирлӗ, ҫул-йӗр правилисем пĕлтерĕшлĕ!»«Ҫул-йӗр правилисем кирлӗ, ҫул-йӗр правилисем пĕлтерĕшлĕ!»
«Ҫул-йӗр правилисем кирлӗ, ҫул-йӗр правилисем пĕлтерĕшлĕ!»
 
«Тимлӗр, ачасем!» акци шайĕнче Пишпÿлекри "Журавушка" ача садӗнче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне халалланӑ мероприятисем иртнĕ.
Ачасем ӳкерчӗксене пӑхса тухнă, урам урлӑ каҫмалли правилӑсене аса илнĕ, «Юрать – юрамасть», «Хаваслӑ светофор», «Светофора пух», «Хӑрушӑ – хӑрушсӑр», «Ҫуран каҫмалли ҫул», «Палла чухла» вӑйӑсене хастар  хутшăннă.
Ҫак вӑйӑсем ачасене ҫул-йӗр правилисене пӗлнине ҫирӗплетме пулӑшнӑ, урамра тимлӗ те асӑрхануллӑ пулма вӗрентнӗ. Эпир шансах тӑратпӑр: илнӗ хӑнӑхусем ачасене ӗмӗрлӗхе кирлӗ пулӗҫ! 
 
#МирБезОпасности #ЮИДБашкортостан
#яратамПДД #ГИБДДРБ #ВниманиеДети #БезопасностьДетства
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
 
 
 
 
«Ҫул-йӗр правилисем кирлӗ, ҫул-йӗр правилисем пĕлтерĕшлĕ!»
«Ҫул-йӗр правилисем кирлӗ, ҫул-йӗр правилисем пĕлтерĕшлĕ!»
«Ҫул-йӗр правилисем кирлӗ, ҫул-йӗр правилисем пĕлтерĕшлĕ!»
Автор:Марина Иванова
Читайте нас