Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
8 Сентябрӗн , 11:06

Пишпÿлекри «Улыбка» ача садӗнче Хӑрушсӑрлӑх кунӗ иртнӗ

Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн «Почемучки» аслӑ ушкӑнӗнче Хӑрушсӑрлӑх кунӗ иртнӗ.

Пишпÿлекри «Улыбка» ача садӗнче Хӑрушсӑрлӑх кунӗ иртнӗ
Пишпÿлекри «Улыбка» ача садӗнче Хӑрушсӑрлӑх кунӗ иртнӗ

 

Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн «Почемучки» аслӑ ушкӑнӗнче Хӑрушсӑрлӑх кунӗ иртнӗ. Ачасемпе «Мӗн вӑл пушар», «Шыв илни», «Терроризм акчӗ», «Хӑрушӑ лару-тӑрура хӑвна мӗнле тытмалли правилӑсем» темӑсемпе калаҫусем ирттернĕ.

Шкул ҫулне ҫитмен ачасемшӗн «Ҫул çинчи хӑрушсӑрлӑх» пӗлтерӗшлӗ тема пулса юлать. Ачасем хӑйсен пӗлӗвне ҫул-йӗр правилисем тӑрӑх кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех ачасемпе тарусем илме, хупă чӳречесене уҫса пӑхма юраманни ҫинчен правилӑсене ҫирӗплетнĕ, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене ҫирӗплетнĕ. Ҫак темӑсемпе ӳкернӗ картинӑсене пӑхса тухнă. Ачасенче ырӑ кӑмӑллӑх, яваплӑх, пулӑшма кӑмӑл-туйӑм хӑнӑхтарни питӗ пӗлтерӗшлӗ.

#безопасность
#УлыбкаБижбуляк

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club218299771

 

Пишпÿлекри «Улыбка» ача садӗнче Хӑрушсӑрлӑх кунӗ иртнӗ
Пишпÿлекри «Улыбка» ача садӗнче Хӑрушсӑрлӑх кунӗ иртнӗ
Пишпÿлекри «Улыбка» ача садӗнче Хӑрушсӑрлӑх кунӗ иртнӗ
Пишпÿлекри «Улыбка» ача садӗнче Хӑрушсӑрлӑх кунӗ иртнӗ
Пишпÿлекри «Улыбка» ача садӗнче Хӑрушсӑрлӑх кунӗ иртнӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас