Республикӑри Благовещенск районӗнче инспекторсем ҫул ҫитмен ӳсӗр мопед водительне чарнӑ.
15 ҫулти водителӗн ӳсӗрӗлнин паллӑ паллисене асӑрханӑ. Пӑтӑрмах вырӑнне ҫамрӑкӑн амӑшне чӗннӗ. Вӑл пур чухне каччӑ тӗрӗслев иртнĕ, вӑл сывласа кӑларакан сывлӑшра 0,452 мг/л алкоголь кӑтартнӑ – ку вӑл юракан нормӑран чылай пысӑкрах.
Мопеда штрафстоянкӑна ӑсатнă. Амӑшӗ тӗлӗшпе ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссие пама материалсем хатӗрленӗ. Хӗрарӑм 30 000 тенкӗ штраф тӳлӗ, ҫамрӑка полицире учета тӑратӗҫ.
ГАИ ашшӗ-амӑшĕсене транспортпа ҫул ҫитмен ачасене тытса пыма ирӗк памалла марри пирки асăрхаттарнӑ, çул-йӗр правилисене пӑхӑннин пӗлтерӗшӗ пирки аса илтернӗ.