Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачĕн «Непоседы» ушкӑнра пӗрлехи ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн кунӗ шайӗнче воспитательсем «Ҫул ҫинче хӑрушлӑхсӑр хӑтланни», «Урам урлӑ каҫатпӑр» калаҫусем ирттернĕ. Хӑрушлӑхсӑр юмахсене вуланă, тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене тупнă, ҫул ҫинчи лару-тӑрӑва сӑнланӑ ӳкерчӗксене, иллюстрацисене пӑхса тухнă. «Хӑрушсӑрлӑх урокӗсем», «Çул-йĕр правилисем» сӗтел ҫинчи вӑйăсем, аталантаракан «Ҫул-йӗр паллине пух» вӑйӑ, «Ҫул урлӑ каҫ», «Ку эпӗ, ку эпӗ, кусем пурте манӑн туссем» дидактика вӑййисем ирттернĕ.
Ушкӑнра «Ҫул-йӗр» кӗтесĕ илемлетнӗ, унта ПДД енӗпе ҫырнӑ кӗнекесемпе иллюстрацисем, «Светофор пух», «Ҫул-йӗр палли хатӗрле» сӗтелпе пичет вӑййисем стендсем ҫинче тата ашшӗ-амӑшӗн кӗтесӗнче ачасем ҫул ҫинче суранланасран сыхланасси, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе тата тытса чармалли хатӗрсемпе усӑ курасси, ачасене харпӑр автомобильпе турттарнӑ чухне информацие вырнаҫтарнӑ. Ӗҫе ирттернӗ хыҫҫӑн, ачасем светофор сигналӗсемпе ҫул-йӗр правилисем ҫинчен ҫирӗп пӗлӳ илнӗ, ҫул-йӗр кӑтартмалли тата чаракан паллӑсемпе паллашнӑ, ачасен урамра хӑйсене тытас культури ӳснӗ, ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнас пĕлÿ аталаннӑ.
#МирБезОпасности #ЮИДБашкортостан; #яратамПДД; #ГИБДДРБ; #ВниманиеДети
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен
https://vk.com/public210640610