Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
20 Октябрӗн , 12:19

Уфара полицейскисем пӗр талӑкра 23 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ

Вӗсенчен тӑххӑрӑшӗ медицина тӗрӗслевӗ иртме килӗшмен.

Уфара полицейскисем пӗр талӑкра 23 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ
Уфара полицейскисем пӗр талӑкра 23 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ

Вӗсенчен тӑххӑрӑшӗ медицина тӗрӗслевӗ иртме килӗшмен.

Уфара иртнӗ канмалли кунсенче патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ӳсӗрле руль умне ларнӑ 23 водителе тытса чарнӑ.

Патшалӑх автоинспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстан тӗп хулинче пурӗ 84 инкек регистрациленӗ, вӗсенче ултӑ ҫын аманнӑ, иккӗшӗ вилнӗ.

Полицейскисем рейд вӑхӑтӗнче ҫул-йӗр ҫинче  йӗркене пӑснă 694 саманта чарнӑ. Ытларах чухне водительсем хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхӑнман, ҫуран ҫӳрекенсене ҫул паман, ачасене илсе ҫӳремелли правилӑсене пӑснӑ.

Ҫуран ҫӳрекен 43 ҫынна та ҫул-йӗр ҫинчи требованисене пӑснӑшӑн явап тыттарнӑ.

Сӑнÿкерчӗкĕ: Ксения Калинина.

 

https://www.bashinform.ru/news/law/2025-10-20/v-ufe-politseyskie-za-sutki-zaderzhali-23-netrezvyh-voditelya-4432935

 

Уфара полицейскисем пӗр талӑкра 23 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ
Уфара полицейскисем пӗр талӑкра 23 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас