Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
2 Ноябрӗн , 08:50

Пушкӑртстанра «Урӑ водитель» операци пуҫланнӑ

Пушкӑртстан ҫулӗсем ҫинче «Урӑ водитель» оперативлӑ профилактика операцийӗ пуҫланнӑ, пӗлтернӗ регионӑн тӗп патшалӑх автоинспекторӗ Владимир Севастьянов.

«Урӑ водитель» операци яланхи пекех канмалли тата уяв кунӗсенче иртет. Хальхинче вӑл ноябрĕн 5-мӗшӗччен пырӗ.
 
Тӗп тӗллев - ӳсӗрле транспорта тытса пырассипе ҫыхӑннӑ, çул-йӗр ҫинчи йӗркене водитель удостоверенийӗсӗр е правасӑр çÿрессипе ҫыхӑннӑ йӗркене пӑсассинчен сыхласси. Ача-пӑча турттарассине те уйрӑмах тимлӗх уйӑрӗҫ.
 
«Уяв мероприятийӗсем иртекен вырӑнсенче харпӑр йышӑн чи нумай йышне явӑҫтарса водительсене массӑллӑ тӗрӗслевсем иртӗҫ, - палӑртнă Владимир Севастьянов. - Ҫул-йӗр ҫинчи лару-тӑрӑва ҫирӗплетме, ăçта инкек-синкек ытларах пулать, паян тата ыран вӑйлатма патшалӑх автоинспекцийӗн управлени аппарачӗн ӗҫченӗсенчен тӑракан экипажсене ярӗҫ».
Сӑнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина / «Башинформ» ИА архивӗ.
 
Пушкӑртстанра «Урӑ водитель» операци пуҫланнӑ
Пушкӑртстанра «Урӑ водитель» операци пуҫланнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас