Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
18 Ноябрӗн , 11:54

Пирӗн патра хӑнара — ГИБДД инспекторӗ!

«Тимлӗр — ачасем!» акци шайĕнче Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнчи пӗчӗккисем патне чӑн-чӑн ГИБДД инспекторӗ — Халил Тимерзянович Садыков килнĕ.

Пирӗн патра хӑнара — ГИБДД инспекторӗ!
Пирӗн патра хӑнара — ГИБДД инспекторӗ!

 

Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнче питӗ интереслӗ те кӑштах хӑнӑхман тĕлпулу пулнă. «Тимлӗр — ачасем!» акци шайĕнче пӗчӗккисем патне чӑн-чӑн ГИБДД инспекторӗ — Халил Тимерзянович Садыков килнĕ.

Кӑсӑк калаҫу вӑхӑтӗнче пирӗн хӑна ачасене инкеке лекес мар тесе ҫул çинче хӑйсене мӗнле тытмаллине ӑнлантарнă. Ачасем сывламасӑр итленĕ, тата унӑн формине питӗ интересленсе пӑхнă — чӑн-чӑн инспектора вӗсем пӗрремӗш хут ҫывӑх кураççĕ-ҫке.

Тӗлпулу вӗҫӗнче Халил Тимерзянович пирӗн пепкесене яланах тимлӗ те асӑрхануллӑ пулма суннă.

Кун пек тӗлпулусем калама ҫук пӗлтерӗшлӗ — вӗсем пӗчӗкренех хӑрушсӑрлӑх никӗсне хывма пулӑшаҫҫӗ.

#УмкаБижбуляк

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Умка» ача сачĕн социаллă  сетьри страницинчен.

 

https://vk.com/club217412282

 

 

Пирӗн патра хӑнара — ГИБДД инспекторӗ!
Пирӗн патра хӑнара — ГИБДД инспекторӗ!
Пирӗн патра хӑнара — ГИБДД инспекторӗ!
Пирӗн патра хӑнара — ГИБДД инспекторӗ!
Автор: Марина Иванова
Читайте нас