Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
12 Декабрӗн , 11:41

Пушкӑртстанра «Ачана ан вӗлер, лектерĕн!» социаллӑ кампани пуҫланнӑ

ГАИ акцийӗ пассажир ача-пӑча хутшӑннипе инкек-синкеке сирме тӗллев лартнӑ.

Пушкӑртстанри ГАИ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, информаципе пропаганда мероприятийӗсем ирттерме тата курӑмлӑ материалсене автозаправка станцийӗсенче, ГАИ регистраципе экзамен подразделенийӗсенче, вӗрентӳ организацийӗсенче — ача сачӗсенче, шкулсенче, аслӑ шкулсенче, автошкулсенче, медучрежденисенче, перинаталь центрӗсемпе социаллӑ хӳтлӗх учрежденийӗсенче сарма палӑртнӑ.
«Ҫак социаллӑ кампани шайӗнче пӗрлехи вӑйпа эпир пӗлтерӗшлӗ тӗллеве — автомобиль аварийӗсенче вилессине чакарассине, пирӗн граждансен тата ҫул-йӗр юхӑмӗн ҫамрӑк хутшӑнаканӗсен пурнӑҫне тата сывлӑхне республика территорийӗнче упраса хӑварассине — пурнӑҫлас тӗллеве пурнӑҫласса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп», -—ӑнлантарнă ПР ГАИ пуҫлӑхӗ Владимир Севастьянов.
Сăмахран, ҫак кунсенче Уфари ГАИ ӗҫченӗсем 21-мӗш лицей ҫывӑхӗнче профилактика мероприятийӗ ирттернӗ, унта вӗрентӳ представителӗсем, ашшӗ-амӑшӗн патрулӗ, юхӑмӑн ҫамрӑк инспекторӗсен отрячӗ тата общество хӑрушсӑрлӑхӗн центрӗ хутшӑннӑ. Акцие хутшӑнакансем ашшӗ-амӑшӗпе ачасене ача-пӑча тытса чармалли хатӗрсемпе турттармалли тата хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе ҫыхмалли пирки, ПДД пӑснин сиенӗ пирки каласа панă.
Тӗп тимлӗхе тӗттӗм вӑхӑтра аслисемпе ачасен тумӗ ҫинче усӑ курмалли теттĕмре çутатакан элементсене уйӑрнӑ. Мероприяти ирттернӗ вӑхӑтра ҫамрӑк ҫуран ҫӳрекенсене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне тĕттĕмре ҫутатакан брелоксем панӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР ГАИ / телеграм.

https://www.bashinform.ru/news/social/2025-12-12/v-ufe-startovala-novaya-sotsialnaya-kampaniya-ne-gubi-rebyonka-pristegni-4503441

Пушкӑртстанра «Ачана ан вӗлер, лектерĕн!» социаллӑ кампани пуҫланнӑ
Пушкӑртстанра «Ачана ан вӗлер, лектерĕн!» социаллӑ кампани пуҫланнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас